Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, СССР халӑх артисчӗн, Чӑваш академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫин Валерий Яковлевӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Ен культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова ведомство ячӗпе саламланӑ.
«Эсир Чӑваш драма театрне тӗнчипех чапа кӑларнӑ мухтавлӑ режиссер. Эсир чуна парса тӑрӑшнипе театр коллективӗ туслӑ, ҫирӗп, калама ҫук пултаруллӑ. Кашни артистшӑн эсир режиссер кӑна мар, наставник, вӗрентекен те.
Чӑваш халӑх историне, йӑли-йӗркине тарӑннӑн пӗлсе ӑна театр лартакан спектакльсенче анлӑ усӑ курасси сирӗн чи пархатарлӑ ӗҫӗр», — тесе ырланӑ Валерий Яковлева министр ҫумӗ.
Валерий Яковлев 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври патшалӑх А.В. Луначарский ячӗллӗ театр искусстви институчӗн актёр тата режиссер факультечӗсенче пӗлӳ пухнӑ.
Теарта пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренсе пӗтернӗренпех Чӑваш драма театрӗнче ӗҫлет: 1967–мӗш ҫулта режиссер, 1979 ҫултан пуласа тӗп режиссер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1990 ҫултан вара театрӑн илемлӗх ертӳҫинче тӑрӑшать.
Чӑваш Енре пурӑнакансене кӑмпа фестивальне чӗнеҫҫӗ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнче «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче авӑнӑн 8-мӗшӗнче иртӗ.
Фестивале хутшӑнакансем опытлӑ кӑмпаҫӑсемпе кӑмпана кайӗҫ. Ҫавӑн пекех флэшмоб, конкурссем, кӑмпа ярмӑркки иртӗҫ, ташӑ каҫӗ пулӗ. Хӑнасене кӑмпа яшки ҫитерӗҫ. Ӑна республикӑри паллӑ шеф-повар Евгений Шуваев пӗҫерӗ.
Кӑмпа марафонӗ 7 сехетре пуҫланӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 10 сехетре уҫӗҫ.
Ӗнер Шӑмӑршӑ районӗнче комбайн ҫунса кайнӑ. Ку 15 сехет те 10 минутра пулнӑ.
"Строитель плюс" предприятин Дон-1500Б комбайнӗ урпа вырнӑ. Тӑрук унӑн мотор отсекӗ ҫунма тытӑннӑ. Комбайн вӑйлах ҫунса кайнӑ.
Чӑваш Енри Гостехнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, комбайн юсавлах пулнӑ. Пушар сӳнтермелли хатӗрпе те тивӗҫтернӗ ӑна. Техтӗрӗслев витӗр вара нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, тухнӑ.
Гостехнадзор шутланӑ тӑрӑх, комбайнер напарникпе ӗҫленӗ тӗк тӑкак пӗчӗкрех пулӗччӗ - иккӗшӗ ҫулӑма хӑвӑртрах сӳнтерме ӗлкӗреччӗҫ.
Шӑмӑршӑ районӗнче текех карантин пулмӗ. Ӑна пӑрахӑҫласси пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла ӗнертенпе, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе, карантин режимӗ вӑйра ҫук.
Аса илтерер: Шӑмӑршӑ районӗнче карантин утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе пулнӑ. Икӗ кун маларах "Исток" агрофирма тӑрӑхӗнче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснине тытнӑ. Вӑл чирлине ветлабораторире те ҫирӗплетнӗ.
Карантин вӑхӑтӗнче хир сыснине тытнӑ вырӑнта блок-постсем ӗҫленӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче 53 ҫулти арҫынна ывӑлӗпе пӗлӗшӗ вӗлернӗ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче арҫыннӑн 28 ҫулти ывӑлӗ тата хайхисемпе пӗр ялта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын кил хуҫипе харкашма пуҫланӑ. Хӑна та, арҫыннӑн ывӑлӗ те ӳсӗр пулнӑ. Вӗсем арҫынна тапса-ҫапса пӗтернӗ. Суранланса пӗтнӗ арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ.
Алли-урине ирӗке янӑ арҫынсене пакунлисем тытса чарнӑ. Вӗсем тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче Африка мурӗпе чирленӗ хир сыснине тупса палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май унта карантин пулнине йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Карантин – «Исток» агрофирмӑн «Шӑмаршӑ» сунар вырӑнӗнче. Унта Ветеринари йӗркипе килӗшӳллӗн меропряитисем ирттерӗҫ.
Аса илтерер: Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснине сунарҫӑ тытнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнче «Исток» агрофирмӑн сунар вырӑнӗнче тытнӑ хир сыснин Африка мурӗ пулнине палӑртнӑ.
Тытнӑ хир сыснине Чӑваш Республикин ветлабораторине тӗрӗслеме ӑсатнӑ. Унӑн Африка мурӗ пулни чӑнах та ҫирӗпленӗ. Ҫавна май Патшалӑх ветеринари служби ҫав вырӑнта карантин йышӑнма хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна йышӑнсан блок-постсем вырнаҫтарӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Африка мурне тупнӑ вырӑнта ятарлӑ отряд ӗҫлет.
Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем иреҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Леонид Черкесов хыпарланӑ тӑрӑх, сенаторсем Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенчи тата Комсомольски районӗнчи кӑнтӑр пайӗнчи 90 ялта шывпа тивӗҫтерекен сете тӑвассине ырланӑ.
Унсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре канализаци коллекторӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ адреслӑ инвестици программине ырланӑ.
2024-2026 ҫулсенче лифтсене юсаса ҫӗнетессипе, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче машинӑсемпе блок пӳлӗмӗсене юсассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствин кирлӗ документсене хатӗрлесе Мускава ҫитермелле.
Эрнекун, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗн тӗп клуб системинче шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ этапӗ иртнӗ. Мероприятие Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.
Фестивале мӗнпурӗ 100 ытла ача хутшӑннӑ, вӗсем 8 шкулта ӑс пухаҫҫӗ. Ачасем спектакльсене чӑвашла та вырӑсла та лартнӑ.
«Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Кивӗ Чукал шкулӗнчи «Сказочники» шкул театрӗ (ертӳҫисем: Денисова Л.И., Малеева Т.М.) ҫӗнтернӗ. «Чӑвашла лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Пуянкасси шкул ачисем ҫӗнтернӗ, театр ӑсталӑхне вӗсене Пушкина Н.И. вӗрентет. «Халӑх тетелӗнче сасӑланӑ чи лайӑх театр» хальлӗхе палӑрман-ха, ҫӗнтерӳҫӗне сасӑлавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ.
«Асам» фестивалӗн республика шайӗнчи этапра Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн чысне «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ ушкӑн хӳтӗлӗ.
Республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗркуннеччен ҫине тӑрсах кӗрешесшӗн. Пӗлтӗр вӑл 839,2 гектар ҫинче сарӑлнине палӑртнӑ. Кӑҫал вара лаптӑк 12 процент нумайланӗ - 938 гектарпа танлашӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑран ытларах Етӗрне, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче вӑл сахалрах сарӑлнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче вара ҫак курӑк ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑранпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен кӗрешӗҫ. Ку тӗллевпе 20,9 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |